Çăкалăх шкулĕн ачисем — çĕнтерÿçĕсем

Нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче Йĕпреçри культура аталанăвĕн центрĕнче çарпа патриот клубĕсен, кадет класĕсен тата «Юнарми» уйрăмĕсен «Пире çак тĕнчене упрама халалласа хăварнă!» фестивалĕн муниципалитет тапхăрĕ иртрĕ.

Ăмăртăва пирĕн округри 11 ушкăн хутшăнчĕ. 110 ытла çамрăк армеец хăйĕн вăйне виçрĕ. Хутшăнакансем 4 енлĕ тупăшу витĕр тухрĕç. Вĕсен хушшинче стройпа утасси, Калашников автомачĕпе магазинне сÿтсе пуçтарасси, çар эстафети тата викторина пулчĕ.

Çăкалăх шкулĕн чысне 9 çамрăк армеец хÿтĕлерĕ, Аня Артемьева (командир), Вадим Алексеев, Сергей Протасов (9 класс), Алиса Семенова, Саша Никифоров, Андрей Ильин (8 класс), Павлик Ананьев (7 класс), Лера Андреева, Игорь Васильев (6 класс). Ачасене хатĕрлекенсем _ Александр Кошелевпа Надежда Исакова вĕрентекенсем.

Пĕтĕмлетÿсем тăрăх пирĕн шкул команди тăватă енĕпе те пĕрремĕш вырăна тухса кăçал та фестиваль çĕнтерÿçин ятне тивĕçрĕ. Округ чысне Çĕмĕрле хулинче иртекен регион шайĕнчи тупăшусенче хÿтĕлĕ.

Ачасен черетлĕ çитĕнĕвĕ шкул хисепленсе тăракан Л.С. Константинов Раççей Геройĕ ятне тивĕçлĕ шайра тытнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ.

Мария Орлова,

вĕрентекен

 
По теме
Сегодня стартовала научно-практическая конференция под руководством лидеров здравоохранения — насыщенная, актуальная и по-настоящему важная для всей профессиональной среды.
С 2 по 12 декабря проводится декада льготной подписки на газету «Ялав» («Знамя») на первое полугодие 2027 года.
Мариинско-Посадским районным судом Чувашской Республики рассмотрено гражданское дело по иску ООО ПКО "Киберколлект" о взыскании с наследственного имущества умершей Х. в свою пользу сумму задолженности по договору займа,