ХУРАМАЛ территори пайĕнче те иртнĕ çулхи аталану çул-йĕрне тишкерсе тухнă, кăçала валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă. Пай пуçлăхĕ Валерий Евграфов пурнăçа кĕртнĕ ĕçсем çинчен тĕплĕ доклад туса панă.
Территори пайне кĕрекен ялсенче - Хурамалта, Чăрăшкассинче, Çĕнĕ Выçлире, Хумри Ишекре, Ленинкассипе Первомайскра - паянхи кун тĕлне илсен, 2144 çын пурăнать. Пĕлтĕр 5 ача çуралнă, 27 çын пурнăçран уйрăлнă.
Пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 5426 га йышăнать, çав шутран 4287 гектарĕ - ялхуçалăх пĕлтерĕшлисем. +ак çĕрсем çинче ялхуçалăх продукцийĕ туса илекен предприятисемпе фермер (хресчен) хуçалăхĕсем ĕçлеççĕ.
Валерий Витальевич ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене мĕнлерех пулăшу пани çинчен уйрăммăн каласа панă. Ял-йыш хамăр ентешсем патне яма гуманитари пулăшăвĕ пухас, маскировка каррисем çыхса ха-тĕрлес ĕçсене хастар хутшăнать. Çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнисен çывăх çыннисем ыйтнипе кил-çурчĕсене çутçанталăк газĕ кĕртессипе малалла ĕçленĕ, иртнĕ çул 4 çемьене çăмăллăхсем паракан программăпа газлă пулма пулăшнă.
Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе, обществăлла вырăнсенче йĕрке тăвассипе çыхăннă проектсене пурнăçа кĕртни çинче те тĕплĕн чарăнса тăнă отчет тăвакан пуçлăх. Активлă çынсен пуçарулăхĕпе пушар пирсне тунă, çуран каçса çÿремелли кĕпере юсанă, Чăрăшкассинчи астăвăм палăкĕ тавра тытнă картана çĕнетнĕ, çак ялти хăш-пĕр урамсенчи çулсене тикĕслетнĕ.
Иртнĕ çул çавăн пекех «Культура» наци проекчĕпе тата хамăр республикăн «Культура аталанăвĕ» программипе Хурамалта 150 вырăнлăх культура çуртне тăвассипе çанă тавăрса вăй хунă. Строительство ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, çĕнĕ объекта кăçал уçмалла.
2026 çул валли палăртнă плансем те пĕчĕк мар, пуçарулăх бюджетĕнчен уйăракан пулăшу укçи-тенкипе 8 проекта реализацилемелле, 13 млн тенкĕлĕх ĕç тумалла пулать. Проектсем пурте тенĕ пекех çулсене юсассипе, пĕвесене тасатассипе çыхăннăскерсем. Вĕсене мĕнле пурнăçланине вăхăт кăтартса парĕ, тăван çĕрĕмĕр шур юртан тасалса пĕтсенех пысăк ĕçсене кÿлĕнме палăртаççĕ кунта.
ШĂРТТАН территори пайне кĕрекен ял-поселоксен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетсе хак парассипе тата çитĕнÿсен никĕсĕ çинче малашлăх валли тĕллевсем илессипе иртнĕ отчĕтлă пухура пай начальникĕ Александр Саперов хăйĕн докладĕнче çакна палăртнă: паянхи кун тĕлне территори пайĕнче 753 уйрăм хуçалăх, пĕтĕмпе 1156 çын пурăнать.
Хушма хуçалăхсенче пĕтĕмпе 120 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 260 пуç сурăх, 845 пуç чăх-чĕп тытаççĕ. Техника паркне илсен, уйрăм çынсен аллисенче пĕтĕмпе 21 трактор тата 50 мотоблок. Демографи кăтартăвĕсем савăнтармаççĕ: 2025 çулта 2 ача çуралнă, 25 çын вилнĕ.
Иртнĕ çул пуçарулăх бюджечĕн укçи-тенкипе усă курса халăх сĕнĕвĕсем çинче никĕсленнĕ, общество инфратытăмне лайăхлатассипе çыхăннă 5 проекта реализациленĕ, 2 787 061 тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Çав шутра - Костерти Ленин тата Огонекри Малиновка урамĕсенчи çулсене юсанă, Тымарти темиçе пĕвене тасатнă, Хыркассинчи пĕвен шыв юхтарса кăларакан трубине тата ытти пайĕсене улăштарнă. Кунсăр пуçне ЧР Транспорт министерстви пулăшнипе Костерти тĕп урамра 270 м тăршшĕ çула (784,67 тенкĕлĕх) тикĕслесе хытарнă.
Территори пайне халăхран 36 ыйту килнĕ, вĕсенчен ытларахăшĕ _ куçман пурлăха харпăрлăха илмешкĕн пулăшма ыйтнисем. Ыйтусене татса панă май, нумай ачаллă 4 çемьене тÿлевсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ.
2026 çулта пурнăçа кĕрт-мелли проектсем пĕтĕмпе 11 (6,2 млн тенкĕлĕх); Шăрттанти, Огонекри, Хыркассинчи çулсене юсамалла пулать; Шăрттан масарĕнче хурал пÿрчĕ тумалла; пушар хуралĕ валли шыв илме кирлĕ пĕвесене тасатмалла; Хыркассинчи библиотекăна шыв кĕртмелле, пÿлĕмĕсене юсаса çĕнетмелле.
с ветлана быкова
Нарăсăн 11-мĕшĕнче Чăваш Тимеш,Нчи культура çуртĕнче вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕ Александр Дмитриев халăха территори пайĕн 2025 çулхи ĕç-хĕлĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата малашлăх планĕсемпе пуллаштарнă. Уçă калаçăва Йĕпреç муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Игорь Семенов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Лариса Хуснетдинова хутшăннă.
Александр Дмитриев тухса калаçнинчен çакă паллă пулнă% территори пайне 5 ял кĕрет, унта 694 çурт-йĕр, ялан кунтах пурăнакансем 882 çын. Виçĕ фельдшерпа акушер пункчĕ, çичĕ лавкка, виçĕ клуб тата виçĕ библиотека ĕçлеççĕ.
2025 çулта Чăваш Тимеш ялĕнчи Шкул урамĕнче ача-пăча спорт площадки туса лартнă. Проекта пурнăçлама 2 млн та 400 пин тенкĕ тăкакланă. Çак урамрах шыв пăрăхне улăштарса кĕпере юсанă (ĕç хакĕ - 2 млн тенкĕ). Анлă çул-йĕр ĕçĕсем регионти кăна мар, вырăнти магистральсене те пырса тивнĕ: «Калинино-Елчĕк-Патăрьел-Хумпуç Патăрьел» трассăн пĕр çухрăм тăршшĕ лаптăкне капиталлă ремонт тунă (24 млн тенкĕ). Анатри Кĕлешкасси ялне кĕрекен çул çинчи 0,450 км асфальт çийне улăштарнă (3 млн тенкĕ).
Пуçаруллă бюджет программипе те хастар ĕçленĕ. Округ панă тата çынсем пухнă укçапа Кооперативная тата Мир урамĕсенчи çулсене юсанă, пĕтĕмĕшле 1 çухрăма яхăн. Тирпей-илем кÿрессишĕн тăрăшни те курăмлă. Масарсем çинче çÿп-çап пуçтармалли площадкăсем тунă, контейнерсем вырнаçтарнă.
2026 çулта та ялсене аталантарас, халăх пурнăçне лайăхлатас ĕç малалла тăсăлĕ. Кăçал 13 пуçаруллă проекта пурнăçа кĕртме палăртнă кунта. Пĕтĕмĕшле 9 млн та 500 пин тенкĕ укçа-тенкĕ тăкакланĕ.
Тĕлпулура ятарлă çар операцине хутшăнакансене тата вĕсен çемйисене пулăшас темăна та хускатнă. Александр Дмитриев ырă ĕçе хутшăнакан, çĕнтерĕве çывхартма пĕрлехи тÿпе хывакан ял халăхне, волонтерсене, уйрăмах хÿтлĕх каррисем çыхма çÿрекен хĕрарăмсен ĕçне палăртса чун-чĕререн тав тунă.
Чăваш-Тимеш территори пайне кĕрекен Тури К,лешкассинче те вырăнти влаç представителĕсемпе ку ялта пурăнакансен тĕлпулăвĕ иртнĕ, пухура территори пайĕн начальникĕ Александр Дмитриев 2025 çулта пурнăçланă ĕçсем çинчен отчет тунă, ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн кăçалхи плансене сÿтсе явнă,
Тури тата Анатри Кĕлешкасси ялĕсенче пĕтĕмпе 255 çын пурăнать. Вĕсен кулленхи пурнăç ыйтăвĕсене тивĕç-терме суту-илÿ точкисем, библиотека, ФАП, клуб пур. Вĕренекен ачасене (20 ача) кунсерен автобус Чăваш Тимешĕнчи шкула илсе çÿрет.
Пуçлăх хăйĕн докладĕн-че республикăри пуçарулăх бюджетĕнчен, округ бюджетĕнчен уйăрнă, тата ял халăхĕ пухнă укçа-тенкĕпе иртнĕ çул пысăк калăпăшлă ĕçсем тума май килнине палăртса хăварнă, Кооперативная тата Мир урамĕсенчи çулсене 1 çухрăма яхăн юсаса хытарнă. Çулсене юсасси малалла та тăсăлĕ, Мир тата Заречная урамсенчи çулсене тирпейлеме проектсем тунă ĕнтĕ, вĕсене кăçал пурнăçламалла пулать.
Анна Михайлова